Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: халах йышӗ

Хулара

Шупашкарти Калинин районӗнчи пӗр ҫемье хӑйсен тин ҫуралнӑ хӗрачине хӗллехи Олимп вӑййисене халалласа Олимпиада ят хунӑ.

Администрацин ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Краснова каланӑ тӑрӑх, Шупашкарта хӗрачана кунашкал ят пани темиҫе ҫул пулман.

Олимпиада нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Владимирпа Валентина ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӗсен 18 ҫулти ывӑл Мефодий тата 7-ри Анжелика пур.

Олимпиада — хӗрарӑм ячӗ, грек челхинчен куҫарсан «пӗлӗте мухтакан, турӑсене мухтакан» тесе куҫать. Олимпиада ятлӑ пӗрремӗш паллӑ хӗрарӑм — Олимпиада Эпирская. Вӑл Александр Македонскин амӑшӗ. Хӗрарӑм ҫак ята упашкин, Филипп патшан, авалхи Олимп вӑййисенчи ҫӗнтерӗвне халалласа илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/69007
 

Кӑҫалхи ҫур ҫулта Чӑваш Енрен тухса каякансен йышӗ пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенчинчен 13,2 процент нумайланнӑ. Ҫапла вара асӑннӑ ҫак тапхӑрта пирӗн республикӑран 7 103 ҫын урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ, ҫавсенчен 6 891-шӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапаланнӑ, ыттисем чикӗ леш еннех куҫ хывнӑ.

Пирӗн пата пурӑнма вара 4 946 ҫын килнӗ иккен. Пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑрпа пӑхсан, хайхисен йышӗ 4,1 процент сахалрах-мӗн.

Килен-каян йышне районсемпе хуласем тӑрӑх танлаштарса пӑхнӑ та, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Пӑрачкав районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тӗпленме кӑмӑл тунисен йышӗ куҫса каякансенчен ытларах иккен. Патӑрьел, Канаш тата Етӗрне районӗсенчен вара каякансем унта пыракансенчен — нумайрах.

Информаци ятӗнче чӑваш терӗмӗр те, анчах килен-каян хушшинче ытти халӑх ывӑл-хӗрӗ те пулма пултарать.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1171.html
 

Элӗк районӗн ЗАГС пӳлӗмӗ
Элӗк районӗн ЗАГС пӳлӗмӗ

Элӗк район администрацин ЗАГС пайӗ иртнӗ уйӑхра тӗрлӗ йышши 110 акт ҫырӑвне шута илнӗ. Ҫак шутран 28-шӗ — ача ҫурални ҫинчен, ку вӑл пӗлтӗрхинчен 15 сахалтарах. Кӑҫал кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче 7 ҫемьене пӗрремӗш «кайӑк» «вӗҫсе» килнӗ, 10 ҫемьере — иккӗмӗш пепке, 7 ҫемьере — 3-мӗш ача, тӑваттӑмӗш ача 3 ҫемьере, пиллӗкмӗш 1 ҫемьере ҫуралнӑ.

Вилни ҫинчен 58 акт ҫырнӑ (пӗлтӗрхинчен 4 акт сахалтарах). Икӗ уйӑхра 31 арҫынпа 27 хӗрарӑм ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Ҫак тапхӑрта 10 мӑшӑр савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пӗрлешнӗ (2012 ҫулта — 9 мӑшӑр). Ултӑ мӑшӑр уйрӑлнӑ (иртнӗ ҫул — 10 мӑшӑр). Вӗсенчен 5-шӗ — суд йышӑнӑвӗпе, тепӗр мӑшӑр — хӑйсем шутланипе. Ашшӗ пулнине ҫирӗплетсе 5 акт, ят-хушамата улӑштарни пирки 3 акт ҫырнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Авӑн, 05

1919
107
Чапаев Василий Иванович, граждан вӑрҫи Паттӑрӗ вилнӗ.
1929
97
Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫуралнӑ.
1942
84
Нестор Янкас, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи Анат Тагил хулин сивӗ тӗрминче вилнӗ.
1955
71
Вишневская Клавдия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1959
67
Митта Ирина Вингеровна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1979
47
Петров Александр Арсентьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ